Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Авӑр Ҫырми ялӗ ҫывӑхӗнчи уй-хирте тыр-пул вырнӑ чухне пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах комбайн ҫунма тытӑннӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, комбайн тӗппипех ҫунса кайнӑ. Вӑл мӗншӗн мӑкӑрланма тытӑннине халӗ уҫӑмалатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал вырма вӑхӑтӗнче кунашкал пӑтӑрмах Пӑрачкав районӗнче те пулнӑ. Унта та комбайн ҫунма тытӑннӑ. Анах ун чухне пушара часах сӳнтернӗ, ял хуҫалӑх техникин двигатель отсекӗ тата кустӑрмисем сиенленнӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Мари Элта пурӑнакан 67 ҫулти арҫын ирхи 10 сехет ҫурӑра Пӑрачкав районӗнчи Ковырлово пӗвине кӑвакал пеме килнӗ. Анчах вӑл пӑшала предохранитель ҫине лартма манса кайнӑ. Унпа пӗрле тӑванӗ, Чӑваш Енре пурӑнаканскер, пулнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 67 ҫулти арҫын ӑнсӑртран Пӑрачкав районӗнче кун кунлакан 64-ри иккӗмӗш сыпӑкри шӑллӗне пӑшалтан лектернӗ. Юрать, лешӗ вилмеллех суранланман, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Арҫыннӑн сылтӑм алли тата ури суранланнӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан Мария Тимофеевна Галямина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Уява тӑванӗсем йышлӑ пухӑннӑ, администраци ӗҫченӗсем те саламлама ҫитнӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин юбиляр патне саламлӑ открытка янӑ.
Мария Тимофеевнӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Ашшӗ вилсен килти чылай ӗҫ ун ҫине тиеннӗ, мӗншӗн тесен вӑл йышлӑ ачаран чи аслӑ хӗр пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан хӗр тракториста вӗреннӗ, кайран уй-хирте арҫынсемпе тан ҫак техникӑпа ӗҫленӗ. Вӑл колхозра чылай ҫул вӑй хунӑ.
Мария Галямина ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ. Юбиляр – ӗҫ ветеранӗ.
Чӑваш Ен Финанс министерстви республикӑри район-хуласенче кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра хысна епле тулнине тишкернӗ. Харпӑр хӑй тупӑшне пухасси 20 муниципалитетра пӗлтӗрхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенчинчен лайӑхланнӑ. Ҫак енӗпе уйрӑмах лайӑх ӗҫленисем: Етӗрне районӗ (ӳсӗм 16,6%), Пӑрачкав районӗ (14,9%) Ҫӗмӗрле хули (14,5%). 6 муниципалитетра тупӑш шайӗ чакнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, сӑмахран, 9,8% пӗчӗкленнӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 5,7%, Куславкка районӗнче — 4,3%.
Вырӑнти бюджетсене 3281,1 млн тенкӗ налук килнӗ, ку вӑл пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 5,1% нумайрах. Налук мар тупӑшсем — 986,6 млн тенкӗ (2018 ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 7,8% ытларах).
Районсемпе хуласем 14171,5 млн тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав шутран 65,6 процентне вӗрентӳ отраслӗ валли уйӑрнӑ, наци экономикине — 8,1%, патшалӑхӑн ыйтӑвӗсем валли — 8,0%.
Чӑваш Ене мобильлӗ медицина комплексӗсем килнӗ. Вӗсемпе Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Шупашкар, Улатӑр, Елчӗк, Вӑрмар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи тухтӑрсем халӑх патне ҫӳрӗҫ. Мобильлӗ комплекссем асӑннӑ районсенчи пӗчӗк ялсене ҫитсе килме кирлӗ. Медицина комплексӗсене туянма федераци хыснинчен 55 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Елчӗкри тӗп район пульницине ҫӗнӗ комплекса панӑ та ӗнтӗ.
«Сывлӑх сыхлавӗ» наци проектне пурнӑҫласа кӑҫал пирӗн республикӑна 18 комплекс кӳрсе килмелле. Вӗсем 100 ҫынтан сахалтарах пурӑнакан ялсенчи 33 пин ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме май парӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри пӗчӗк ялсенче пурӑнакансем патне куҫса ҫӳрекен медицина центрӗ тата 13 мобильлӗ медицина комплексӗ, 1 маммограф ҫӳрет.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енри ача пахчисемпе хушма пӗлӳ паракан учрежденисене тӗрӗсленӗ. Кун пирки республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтерет.
Ведомствӑра хыпарланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев планпа пӑхса хӑварнӑскер пулнӑ.
Специалистсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитнӗ, лицензипе ҫыхӑннӑ самантсене тӗрӗсленӗ.
Инспекторсем пулнӑ мӗнпур объектран 12-шӗнче (46,2%) кӑлтӑк та тупӑнман тесе ӗнентерет ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви.
Цифрӑсен чӗлхипех каласан, ҫакна та палӑртмалла: тӗрӗслеве 18 ача пахчинче, хушма пӗлӳ паракан 7 учрежденире тата професси пӗлӗвӗ паракан 1 организацире йӗркеленӗ.
Чӑваш Енри пӗр хӗрарӑм упӑшки пулнӑ арҫына хӑратас тесе алимент шыраса илес тенӗ. Ҫав хут кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле тата Пӑрачкав районӗсенче, ҫавӑн пекех Ҫӗмӗрле хулинче ӗҫлекен суд приставӗсем патне ҫитсе выртнӑ.
Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, 37 ҫулти арҫын — калама ҫук явапсӑр. Хӑй вахтӑпа ӗҫлеме ҫӳрет пулин те 7-ри ачине укҫа-тенкӗпе пулӑшмасть. Арҫын ӑҫта ӗҫленине пӗлменнине ӗнентернӗ хӗрарӑм.
Явапсӑрскерне суд приставӗсем (ара, арӑмӗ каланӑ тӑрӑх ҫапла пулса тухнӑ-ҫке) шырама пуҫланӑ. Арҫын килӗнчех, унта унчченхи арӑмӗпе пурӑнать сӑмах суд приставӗсен хӑлхине кӗнӗ. Вӗсем тӗрӗслеме кайнӑ. Алӑка уҫнӑ хӗрарӑм курман-илтмен тесе тунма пӑхнӑ-ха. Анчах приставсем ӗненмен. Чӑн та, арҫын килтех пулнӑ. Шкапра пытанса ларнӑ. Хӗрарӑм хистенипе кӗрсе ларнӑ иккен.
Алимент парӑмне пухса янӑ арҫынна приставсем тытса кайнӑ. Суд хайхине 10 талӑка хупма йышӑннӑ.
Упӑшка пулнӑ этеме пуҫиле ӗҫ пуҫарса явап тыттарассине илтсен хӗрарӑм алимент шыраса илмелли хута каялла илнӗ. Уйрӑлнӑ мӑшӑрӗпе иккӗш шӑкӑл-шӑкӑл пурӑннине пӗлтернӗ, малашлӑх планӗсемпе паллаштарнӑ. Упӑшка пулнӑскере хӑратас тесе ҫеҫ алимент шыраса илме йышӑннине каласа кӑтартнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнчи «Заветы Ильича» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче комбайн ҫуннӑ. Пушарпа кӗрешекенсем патне инкек пирки 16 сехет те 25 минутра ҫитнӗ.
2010 ҫулта туса кӑларнӑ комбайн хирте ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑма асӑрхасан комбайнер ҫухалса кайман — сӳнтерме тытӑннӑ. Ҫулӑм сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑҫал пирӗн республикӑра автомобильсем 51 хутчен ҫуннӑ. Шупашкарта 21 пушар тухнӑ, Ҫӗмӗрлере — 5, Муркаш районӗнче — 4, Ҫӗрпӳпе Вӑрмар районӗсенче — 3-шер, Комсомольски, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенче — 2-шер, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче — 1-ер. Машинӑсен хуҫисем пушара пула 10,5 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин (вӑл Элтепер отпускра чухне унӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать) Пӑрачкав районӗнче ӗҫпе пулнӑ. Ӗнер вӑл унта ҫӗнӗ хыпар пӗлтернӗ: Китай инвесторӗсем Ҫӗмӗрле районӗнче 2 пин гектар ҫӗр тара илме хатӗрленеҫҫӗ.
Палӑртмалла: Пӑрачкав тӑрӑхӗнче Китай ҫыннисем ҫӗр унчченех тара илнӗ. Унта 4 пин пуҫ сумалли ӗне валли тата 2 пин пуҫ выльӑх какай валли усрасшӑн. Ҫакӑ «Чӑваш Ен – Сычуань» агропарк тӑвассипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.
Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев палӑртнӑ тӑрӑх, района инвестор килнӗренпе усӑ курман ҫӗрсем пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗнӗ. Китайсем унта 5029 гектар ҫӗр тара илнӗ.
Сӑр юханшывӗ урлӑ Пӑрачкав районӗнче хывнӑ кӗпере икӗ ҫулта юсаса пӗтермелле. Аса илтерер: кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле кӗпер карлӑкӗ йӑтӑнса аннӑччӗ.
Кӗпере «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсама тытӑннӑ.
Юсавҫӑсен ӗҫӗпе паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паллашнӑ. Асӑннӑ тӑрӑха вӑл муниципалитетӑн ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухӑва хутшӑнас тӗллевпе кайнӑ.
Кӗпере юсама кӑҫал ҫулла тытӑннӑ. Палӑртнине 2020 ҫулта вӗҫлесшӗн. Ун валли 183 млн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Подрядчик пулса «СК – Волга» тулли мар яваплӑ общество ӗҫе кӳлӗннӗ. Машинӑсем ҫӳренине юсав вӑхӑтӗнче светофор йӗркелесе тӑрӗ. 10 тоннӑран йывӑр транспорта каҫармӗҫ. Хӑш-пӗр ӗҫ вӑхӑтӗнче 3 тоннӑран йывӑррисене ирттермӗҫ. Машинӑсем кӗпер урлӑ ҫӳрессине хӑш чухне темиҫе сехетлӗхе чарса лартма тивӗ. Ҫав вӑхӑтрах васкавлӑ пулӑшу, пушар сӳнтерекен машинӑсене, шкул автобусӗсене иртсе ҫӳреме чармӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |